ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2024

ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2024

Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци итрттерчĕç. Вăл 2024 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта иртрĕ. Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем те çак акцие хутшăнчĕç.Ачасем Çемен Элкерĕн хайлавĕ тăрăх «Чăваш вăрманĕ» текста çырчĕç.