«ТУСЛĀХ ХĒЛХЕМĒ»

«ТУСЛĀХ ХĒЛХЕМĒ»


⭐Çулсеренех Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль йĕркелет. Фестивалĕн тĕллевĕ – шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртасси.
⭐ «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрне Чăваш Республикин вĕренÿ институчē пуш уйăхĕнче ирттерчĕ. Унта муниципалитет шайĕнче мала тухнă пуçламăш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Вĕсем Чăваш тата Тутар Республикисенчи , Самар тата Ульяновск облаçĕсенчи хастарсем пулчĕç.
⭐Жюри членĕсем 129 пултарулăх номерне хакларĕç. Фестивалĕн «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши» номинацийĕсенче пурĕ 54 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕç.
⭐Çĕнтерÿçĕсен йышēнче «Янра, чăваш юрри» номинацийĕнче Йÿçкасси шкул ачисем те пур.